Кӗскен: Чӑвашла хыпарсем
Тӗллев: Портала чӑвашла хыпарсемпе тултарасси.
Ертсе пыраканӗ: Николай Плотников
Проект сайчӗ: chuvash.org
Бюджет: уйӑхне 5 000.
Проект вӑхӑчӗ: 2011, ака уйӑхӗ – 2012 ҫул.
Тӑрӑмӗ: вӗҫленнӗ. Хальхи вӑхӑтра ятарлӑ корреспондентсем ӗҫлеҫҫӗ.
Паянхи хӑварт улшӑнса пыракан пурнӑҫра чи кирлисенчен пӗри вӑл — хальхи хыпарсемпе вӑхӑтра паллашса тӑрасси. Ӑҫта мӗн иртет, ӑҫта мӗн пулнӑ.
Чи малтан — сайтра регистрациленмелле. Ку эсир ҫырнӑ хыпарсене идентификацилеме май парӗ. Ун хыҫҫӑн вара, тӗп страницӑри «Хуш» каҫӑпа усӑ курса, хыпар ҫырса тултармалла.
Чи малтанах — сирӗн тӑрӑхра пулса иртекеннисем пире кӑсӑклӑ. Сирӗн ялта Акатуй иртнӗ-и унта, е асфальт ҫул сарса пӗтернӗ — пурте пӗлтерӗшлӗ. Иккӗмӗшӗнчен — республикӑра е тӗнчере пулса иртекен кӑсӑклӑ хыпарсем. Вӗсене эсир республикӑри сайтсенчен е ытти информаци порталӗсенчен илсе чӑвашла куҫарайратӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен — мӗнле те пулин концерт, спектакль, е мероприяти пуласси пирки пӗлтерни.
Хальлӗхе хаксем ҫакнашкал:
► 1. Пӗр-пӗр ресурсри чӑвашла хыпара пирӗн сайта куҫарса лартни — 10 тенкӗ. Хыпарӗ пӗлтерӗшлӗ пулсан — 20 тенкӗ.
► 2. Вырӑсла хыпара чӑвашла куҫарни — 100 тенкӗ. Ку хыпарсем шутне ӗнтӗ ҫӳлерех пӗлтернӗ 2-мӗш тӗслӗ хыпарсене кӗртме пулать.
► 3. Пирӗн сайт валли ятарласа ҫырнӑ хыпар — 150 тенкӗ. Ку хыпар вырӑсларан куҫарни пулмалла мар. Ӑна сирӗн ятарласа пирӗн сайт валли ҫырмалла.
► 4. Эксклюзивлӑ хыпар — 200 тенкӗ. Ку хыпар ытти ресурсенче пулмалла мар. Пур пулсан — маларах пӗлтернӗ тарифа усӑ курӑпӑр.
Хаксене 1000 саспалли калӑпӑшлӑ хыпарсене тӗпе хурса тунӑ. Хыпар калӑпӑшӗ пӗчӗкрех пулсан — ун хакӗ пӗчӗкрех пулӗ (сӑмахран, 200 мар, 190). Калӑпӑш шутне справкӑлла ҫырнӑ информаци кӗмест. Ӳкерчӗксӗр хыпарсемшӗн 10 тенкӗ сахалрах тӳлетпӗр (10 тенкӗллисемшӗн — 5 тенкӗ ҫеҫ). Проекта чӑвашла хыпарсемшӗн кӑна хатӗрленӗ (ытти чӗлхеллӗ хыпарсем укҫалла мар).
Концерт, спектакль, е мероприяти пуласси пирки пӗлтерекен хыпарсемшӗн тӳлеместпӗр. Паллах, хыпарсенче йӑнӑшсем сахалрах пулмалла. Ытла нумай йӑнаш пулсан — тӳлемӗпӗр (тӳлев укҫи йӑнӑшсене тӳрлетнӗ ӗҫе кайӗ).
Пирӗн пӗрлӗх ҫак проектсене ертсе пырать: